Грек эрехĕсем
Эрех туни кăлапăшĕпе Греци тĕнчере 14-мĕш вырăн йышăнать.
Эрех классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Грек эрехĕсем иккĕ классене пайлаççĕ :
- Вырăнти эрехсем ( грек. Topikos Oinos ) :
- DOP - паха эрехсем ( 29 DOP-сем.Чи паллă DOP-сем : Родос, Санторини, Мальвазия, Патрас, Немея ) ;
- IGP - вырăнти эрехсем ( пысăк - 8, вăтам - 32, пĕчĕк - 56 IGP-сем );
- Апатлану эрехсем ( грек. Epitrapezios Oinos )
Тата грек эрехсем уйрăм "TSG" паллипе кăтарма пулаççĕ.Чи паллă эрехĕ - Рецина ( Retsina ) - шурă пылаксăр эрехĕ.Иçĕм сорчĕ Саватьяно тата Родитис.Тĕнчере Рецина "сăмала эрехĕ" ячĕпе паллă.Авалхи грексем ку эрехне сăмала янă ( эрехне пăсма,йӳçме памасть ).
Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Авалхи эрехтăвакан патшалăхра питĕ нумай вырăнти иçĕм сортсем.Иçĕм яхăн 113 пин гектарсемче вырнаçнă ( 2010 ).Султана ( шурă ) тата Коринтьяки ( хĕрлĕ ) - чи анлăн сарăлнă иçĕм сорчĕсем.Вăлсене эрех тума сахал усă кураççĕ, чылайах - апатлану сорчĕсем пек.
- Шурă иçĕм сорчĕсем : Саватьяно ( 12 600 га ), Родитис ( 9 700 га ), Ассиртико ( 1 700 га ), Афири ( 1 000 га ), Мосхофилеро ( 900 га ), Робола, Дебина, Лагорфи, Малагусия т.ыт. ;
- хĕрлĕ иçĕм сорчĕсем : Агиоргитико ( 3 600 га ), Ксеномавро ( 2 400 га ), Льятико ( 2 100 га ), Мавродафни, Коцифали, Лимньо, Мандилария т.ыт.
Эрехтăвакан енĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Енĕ | Иçĕм лаптăкĕ ( пин га ) | Эрех кăларни ( пин гл ) |
---|---|---|
Пелопоннес | 21 850 | 1 200 |
Вăтам Греци | 20 900 | 770 |
Крит | 10 100 | 760 |
Македони | 7 200 | 410 |
Фессали | 4 400 | 330 |
Ион утравĕсем | 3 560 | 170 |
Эгей утравĕсем | 8 350 | 120 |
Эпир | 700 | 25 |
Фраки | 400 | 15 |
Паха эрехтăвакан хуçалăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Aidarinis, Achaia Clauss, Antonopoulos, Boutari, Cambas, Papagiannakos, Semeli, Tsantalis, Tselepos, Alpha Estate, Vaeni Naoussa, Domaine Costa Lazaridi т.ыт.